Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн вырӑсла юрӑҫи Дмитрий Семкин чӑваш чӗлхиллӗ программа хатӗрленӗ. «Упрар юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхне» концерт ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ. Унта чӑваш композиторӗсен тенор валли хатӗрленӗ хайлавӗсем янӑрӗҫ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, программӑна хатӗрленӗ чухне Дмитрий Семкинӑн хӑйӗн чӑвашла калаҫӑвне якатма тивнӗ. Артист каланӑ тӑрӑх, вӑл вырӑсларан чӑвашла май килне таран хӑйех куҫарать. Унӑн шухӑшӗпе чи кирли — пахалӑхлӑ калаҫу. Паллах, сӑвӑсенчи шухӑш та пӗлтерӗшлӗ.
Концертра Александр Васильвӑн, Анисим Асламасӑн, Геннадий Хирбюн тата ытти композиторӑн хайлавӗсем шӑранӗҫ.
Дмитрий Семкин — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2002 ҫултанпа ӗҫлет. Унӑн репертуарӗнче вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен 200 ытла хайлавӗ, романссем, эстрада юррисем, вырӑс халӑх юррисем…
Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ кӑҫал ака уйӑхӗн 22–26-мӗшӗсенче иртет. Ӑна Фикрет Амировӑн «Тысяча и одна ночь» спектакль премьери уҫмалла. Ӑна пирӗннисем Санкт-Петербургри специалистсемпе пӗрле лартаҫҫӗ иккен.
Асӑннӑ балет чӑваш сценишӗн ҫӗнӗ мар-ха. Пуҫласа ӑна 1989 ҫулта лартнӑ. Хальхинче ӑна ҫӗнетсерех кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл классикӑлла версирен уйрӑлса тӑмалла-мӗн. Балета сцена ҫине кӑларма балетмейстер пулса либретто авторӗ Давид Авдыш тата Анна Устинова ятлӑ ҫамрӑк художник хутшӑнмалла.
Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче Адольф Аданӑн «Корсар» балетне курма май килӗ. Ӑна ҫармӑссен Э. Сапаев ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӑстисем кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче маларах асӑннӑ «Тысяча и одна ночь» балета хуласемпе районсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ тесе хыпарлать REGNUM информагентство. Те вырӑна тухса кӗрӗҫ ӗнтӗ, те район-хуларан куракансене ятарласа пухӗҫ – калама хӗн, мӗншӗн тесен ӑна уҫӑмлатман.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Петр Чайковскин «Лебединое озеро» балечӗ килентерӗҫ. Одетта тата Одиллия ролӗсене Раҫҫей халӑх артистки, Пысӑк театр солистки Мария Аллаш калӑплӗ.
«Республикӑн театр пурнӑҫӗнче кӑсӑклӑ юхӑм палӑрать», — тесе ҫырать хӑйӗн блогӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев. Унта сӑмах театрсен илемлӗх ертӳҫисем пирки пырать.
Евсеев депутат-коммунист шучӗпе «художество ертӳҫи театрӑн йӗркелӳпе укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсем пирки ҫӳллӗ шайра калаҫма, «ыратакан вырӑнсене» кӑтартма тытӑнсанах вӑл (сӑмах художество ертӳҫи пирки пырать. — Авт.) ӗҫ вырӑнӗсӗр тӑрса юлать». «Ун пек шӑпа нумаях пулмасть Михаил Жуична (Оперӑпа балет театрӗ), Ашот Восканяна (Вырӑс драма театрӗ), Станислав Васильева (М. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ)» пырса тиврӗ», — тесе ҫырать блогер евӗр те ӗлкӗрекен «халӑх тарҫи». «Тепри кам-ши?» — теесси кӑна юлать тесе те ҫавӑрттарса хунӑ вӑл.
«Ӗҫрен хӑтарас процедура питӗ чеен пулса пырать. Театрӑн кашни ӗҫченӗпе, ҫав шутра худрукпа та, ҫулталӑклӑха ӗҫ килӗшӗвӗ алӑ пусаҫҫӗ. Юрӑхлӑ пулмасан, майлӑ пулмасан ӗҫ вӑхӑтне тӑсмаҫҫӗ. Енчен те должноҫе чакармасан, «оптимизацилесен» укҫа компенсацийӗ те тивӗҫмест. Юридици тӗлӗшӗнчен йӑлт йӗркеллӗ — ҫын вара урама укҫа-тенкӗсӗр тухса ӳкет, — шӑрҫаланӑ Евсеев хӑйӗн блогӗнче.
Паян пӗтӗм тӗнчипех Театр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Енре паян профессилле 6 театр ӗҫлет. Раҫҫейре тата чикӗ леш енче ят-сум ҫӗнсе илнӗ коллектив шутне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне кӗртеҫҫӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери опера тата балет фестивалӗсене ҫулсерен йӗркелет. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗсем те ҫынсене хӑйсем патне асамлӑхпа илӗртеҫҫӗ. Пукане театрӗ пирки те лайӑххине кӑна калама пулать. Вӑл коллектив ачасене кӑна мар, аслисене те хӑйӗн ӑслӑ та ӑста пуканисемпе тыткӑнлать. Вырӑс драма тата Ҫӗнӗ Шупашкарти драмӑн сӑнавлӑ театрӗсем те куракансене савӑнтараҫҫӗ.
Паян вара Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри театр конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗн» «хуҫи» — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Нина Яковлева. Ӑна вӑл «Мунча кунӗ» спектакльти амӑшӗн ролӗшӗн тивӗҫнӗ. Арҫын рольне оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Иван Снигирев Отелло сӑнарӗнче чи лайӑх калӑпланӑ тесе йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ытти номинанта та чысланӑ.
Паян пӗтӗм тӗнче театр кунне палӑртать. Зорыч тете кун кӗнеки палӑртнӑ тӑрах вара Шупашкарти пысӑк театрсен сайчӗсен пысӑк пайӗ вара хӑнисене ӗҫлеменнипе кӗтсе илнӗ. Блогҫӑ пӗр Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ кӑна тӗрӗс уҫӑлнине пӗлтерет.
Пӗлме: Пӗтӗм тӗнчери театр кунне 1961 ҫултанпа палӑртма йышӑннӑ. Ӑна ЮНЕСКО ҫумӗнчи пӗтӗм тӗнчери театр институчӗ йӗркеленӗ. СССР ҫав институт ҫумне 1959 ҫулта кӗнӗ. Апла-и, капла-и — Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ патшалӑх уявӗсен шайне халь те кӗртмен пулин те тӗрлӗ тӳре-шара ку уявпа яланах культура ӗҫченӗсене саламлать, тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫак куна районсенче те хуласенче те уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Кӑна спектакльсен йышӗ самай ӳсни ҫирӗплетсе кӑтартать.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ушкӑнӗ Европӑра гастрольте пулнӑ. Чӑваш ташӑҫисем чикӗ леш енчи халӑха «Акӑш кӳлли», «Щелкунчик», «Ҫывӑракан пике», «Дон Кихот» постановкӑсем лартса кӑтартнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем Европӑра ҫулҫӳревре темиҫе уйӑх пулнӑ. Вӗсем Германири, Польшӑри, Швейцарири, Италири, Австрири хуласене нимӗҫ импасариовӗ чӗннипе ҫитнӗ. Чӑваш артисчӗсем тӗрлӗ лапамра вылянӑ: ӗлӗкхи пысӑк театрсенчен пуҫласа спорт лапамӗсем таранах. Пирӗн артистсен пултарулӑхне чикӗ леш енчи халӑх хапӑлласах йышӑннӑ. Хӑсене ҫирӗп тытма пӗлекен нимӗҫсем те ура ҫине тӑрса алӑ ҫупнӑ. Итальянсем те артистсене кӑмӑллӑн йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет труппин илемлӗх ертӳҫи, тӗрлӗ конкурс дипломанчӗ Данил Салимбаев каланӑ тӑрӑх, ушкӑн ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ, пултарулӑха ҫӳллӗ шайра кӑтартнӑ. Уйрӑмах Андрей Субботин, Марианна Чемалина, Анна Серегина палӑрнӑ. Анасатасийӑпа Дмитрий Абрамовсен дебючӗ те тӗлӗнтернӗ. Дани Салимбаев гастроль артистсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хор артисчӗ, илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, труппӑна ертсе пыракан Анатолий Фёдоров 70 ҫул тултарать. Ҫак ҫулсенче ҫывӑхран та ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ театрта вӑл 1966 ҫултанпа ӗҫлет.
Паян та ӑста чылай спектакле ертсе пырать. Вӗсенчен самайӑшӗнче — «Флория Тоска», «Борис Годунов», «Риголетто», «Трубадур», «Севильский цирюльник», «Летучая мышь», «Сильва» — вӑл хӑй вылять.
Анатолий Федоров республикӑра тата ҫӗршывра иртекен пысӑк мероприятисене йӗркелеме те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ.
Классика кӗвви-ҫеммине юратакансем валли ҫитес уйӑхра чӑннипех пысӑк парне кӗтет. Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Болгари сӗрме купӑсҫи (скрипачӗ) Павел Минеев концерт лартӗ. Вӑл Петр Чайковский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Студент чухнех Мускаври патшалӑх академи филармонийӗн солисчӗ пулса тӑнӑ, Ю. Башмет. В. Репин, В. Третьяковпа тан юрланӑ. Халӗ ун ятне Италири, Чехинчи, Болгаринчи, Польшӑри, Раҫҫейри тӗнче шайӗнчи конкурссенче ҫӗнтернӗ тӑрӑх та пӗлеҫҫӗ. Чӑваш енпе те Минеев туслӑ иккен. Мускаври чӑвашсен «Акатуйне» шӑпах вӑл юрланипе уҫнӑ.
Программӑра Н. Паганини, П. Чайковский, Г. Венявский, С. Рахманинов тата Дж. Гершвин хайлавӗсем янӑрассине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем пурте — серме купӑс тӗнче репертуарӗнчи ахахӗсем шутланаҫҫӗ. Сӗрме купӑсҫӑ концертне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Ольга Нестерова ертсе пыракан симфони оркестрӗ хутшӑнӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Шупашкарта ҫулсерен иртекен опера фестивальне хатӗрленет. Ҫапла М.Д. Максимов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне чӑваш сцени ҫинче 1991 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине Максим Дормидонович ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Классика музыкине кӑмӑллакансем чунтан кӗтекен мероприяти хальхинче чӳк уйӑхӗн 22–20-мӗшӗсенче пулмалла. Фестивале Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Дж. Вердин «Риголетто» оперине кӑларма хатӗрленет. Ӑна хӑш кун лартасси те паллӑ — чӳкӗн 26-мӗшне палӑртнӑ. Тӗп артисене Мускаври Мариински театрӗн солисчӗсене Виктор Черноморцевпа Жанна Домбровскаяна шаннӑ. Екатеринбург хулинчи патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Владимир Чеберяк та Шупашкар кураканӗсене хӑйӗн сассипе савӑнтарӗ. Дирижёр пульчӗ умне Чулхулари А. Пушкин ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӑн художество ертӳҫи Ренат Жиганшин тӑрӗ.
Ӗнер театрта оперӑн фестиваль умӗнхи кӑтартӑвӗ иртнӗ.
Вырсарникун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Маргарита Финогентовӑн пултарулӑх каҫӗ иртет. Ӑна вӑл сцена ҫинче вунӑ ҫул пулнине халалланӑ.
Меццо-сопрано сасӑпа юрлаканскер 2006 ҫултанпа асӑннӑ театр солистки шутланать. Унччен вӑл Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче юрланӑ. Хӑй вӑй Улатӑр хулинчен. Тӗрӗсрех, унта ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |